ГИМН ЧЕБОКСАР
На чувашском
Шурă Шупашкар
Несĕлсем савса ят панă,
Шупашкарăмăр, сана.
Пурнăçра ялан упранă
Сан ятна та сан чысна.
Шурă, шурă Шупашкарăм
Шурă шупăр тăхăнсан.
Эх, илемлĕ эс, хуламăр,
Хамăр ырă пулнăран.
Акăш евĕр курăнатăн
Анлă Атăл хĕрринче,
Çирĕп шанчăк çрататăн
Ĕçлĕ халăх чĕринче.
Шурă, шурă Шупашкарăм
Шурă шупăр тăхăнсан.
Эх, сăпайлă эс, хуламăр,
Хамăр сапăр пулнăран.
Тăвалла пулсан та харсăр
Утмалла сан малалла.
Ут, хуламăр, ывăнмасăр -
Улăп йăхě санпала.
Шурă, шурă Шупашкарăм
Шурă шупăр тăхăнсан.
Эх, мăнаçлă эс, хуламăр,
Хамăр сумлă пулнăран.
Шупашкар! Шупашкар!